XXI ĔМĔР ПУÇЛАМĂШĔНЧИ ЛЕКСИКОГРАФИН ÇИВĔЧ ЫЙТĂВĔСЕНЕ ХАЛАЛЛАНĂ ÇАВРА СĔТЕЛ ИРТРĔ

просмотров: 228
22.01.2018

 

 XXI ĔМĔР ПУÇЛАМĂШĔНЧИ ЛЕКСИКОГРАФИН ÇИВĔЧ ЫЙТĂВĔСЕНЕ ХАЛАЛЛАНĂ ÇАВРА СĔТЕЛ ИРТРĔ

     Раштавăн 20-мĕшĕнче институтра XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи лексикографин çивĕч ыйтăвĕсене халалланă çавра сĕтел иртрĕ. Çавра сĕтел ларăвне институтра ĕçлекенсем кăна мар, Чăваш кĕнеке издательствипе Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсем те хастар хутшăнчĕç. Ю.М. Виноградов, Н.И. Егоров, А.Г. Майорова, А.П. Леонтьев, Н.А. Плотников, Г.А. Дегтярев, А.В. Кузнецов, А.П. Долгова лексикографи практикин паянхи тăрăмĕпе çитес вăхăтра туса ирттермелли ĕçсем пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.

     Калаçу ытларах хальхи вăхăтра тĕрлĕ вырăнта (шкулта, аслă шкулта, журналистикăра, кĕнеке кăларассинче, ăслăлăхра т. ыт. çĕрте) ĕçлекенсемпе вĕренекенсене мĕнле словарьсемпе справочниксем кирли çинчен пычĕ.

    Хускатнă ыйтусене сÿтсе явнă май ларăва хутшăннă çынсем тĕрлĕ йышши сăмах кĕнеки халăха чăнах та кирлине, пуçланă проектсене («Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин» малалли пайĕсене, «Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕн» томĕсене, орфографи словарьне, М.И. Скворцов хатĕрленĕ 2 томлă «Чăвашла-вырăсла словаре» тата «Медицина пĕлĕвĕсен словарĕпе» «Тутарла-чăвашла- вырăсла словаре») вĕçлесе çитес вăхăтра асăннă кăларăмсене халăх патне çитермеллипе пурте килĕшрĕç. Кунсăр пуçне тата паянхи пурнăç ыйтнине шута илсе малашне тĕрлĕ йышши словарьсемпе чĕлхе пĕлĕвĕпе тата халăх культурипе çыхăннă справочниксем хатĕрлемеллине палăртрĕç.

Александр Кузнецов