МИТТА АСĂНУ ХĂМИ УМНЕ ЧЕЧЕКСЕМ ХУНĂ

просмотров: 3590
22.01.2018

МИТТА АСĂНУ ХĂМИ УМНЕ ЧЕЧЕКСЕМ ХУНĂ

 

 

2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ Шупашкарта Карл Маркс урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче Митта Ваҫлейне (1908-1957) асӑнса уҫнӑ хӑма умне чӗрӗ чечексемпе пуҫ тайрӗ. 80 ҫул каялла шӑп ҫак кун аслӑ сӑвӑҫӑмӑра «буржуалла национализмшӑн» сӑлтавсӑр айӑпласа тытса хупнӑ.

2016 ҫулшӑн Митта премине тӑван халӑхӑмӑрӑн илемлӗ сӑмахне сӗм авалтан пуҫласа паянхи кунччен пӗр-пӗтӗмӗшле тишкерсе хаклама пултарнӑшӑн, чӑваш литературин этноцентризмла аталану концепцине тупса палӑртнӑшӑн, чӑваш наци идейине шыранӑ тапхӑрти литература аталанӑвне тӗплӗн тӗпчесе ҫырса кӑтартнӑшӑн («Чувашский стих», «Чӑваш литератури. 18-19 ӗмӗрсем», «Чӑваш литератури. 1917-1930 ҫулсем», «История чувашской литературы 20 века. 1900-1955» кӗнекесем) Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институчӗн наукӑн аслӑ ӗҫченне, Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорне Виталий Родионова панине асилтерер.

Сăнсенче: Виталий Родионов,  Юрий Сан, Илле Иванов.