«Халăх ăс-хакăлĕн иксĕлми çăлкуçĕ: сăмах мехелĕпе чĕлхе хавалĕ» Регионти ăслăхпа ĕçлĕх форумӗ иртрӗ

2026 ҫулхи нарăс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, литература тĕпчевçи, критик, педагог, институтӑн Ӑслӑлӑх канашӗн пайташӗ Ю.М. Артемьев 85 ҫула ҫитнине халалланӑ «Халăх ăс-хакăлĕн иксĕлми çăлкуçĕ: сăмах мехелĕпе чĕлхе хавалĕ» Регионти ăслăхпа ĕçлĕх форумӗ иртрӗ.
Пухӑннисем Ю.М. Артемьев пултарулӑхне тишкерчӗҫ, унӑн чӑваш гуманитаристикинчи тата культуринчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшне палӑртрӗҫ. Институт ӗҫченӗсем Юрий Исаев, Вера Никифорова, Виталий Родионов, Геннадий Дегтярев, Алевтина Долгова, Михаил Кондратьев унӑн ӑслӑлӑхри тата критикӑри ӗҫӗсене тӗплӗ, тӗрлӗ енчен хак пачӗҫ. Александр Мефодьев, Татьяна Денисова, Николай Осипов, Роза Лизакова, Сергей Павлов, Арсений Тарасов, Геронтий Никифоров юбилярӑн чӑваш литератури аталанӑвӗнчи, педагогикӑри ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Мари патшалӑх университечӗн профессорӗ Раисия Кудрявцева та саламлӑ ҫырура Юрий Михайлович Артемьевӑн ӗҫӗсене пысӑк хак пачӗ. Тухса калаҫакансем тӗпчевҫӗн ҫынлӑхне, хӑйне евӗрлӗ, ытарлӑ шухӑшлавне палӑртрӗҫ, юбиляра ӑшшӑн саламларӗҫ, унӑн ЧПГӐИ тата ытти ҫӗрте ӗҫленӗ саманчӗсене аса илчӗҫ.
Ю.М. Артемьев хӑйӗн сӑмахӗнче пурне те ӑшшӑн тав турӗ, чӑваш хутлӑхӗнче малалла тумалли ӗҫсене палӑртрӗ, форума хутшӑннӑ студентсене усӑллӑ сӗнӳсем пачӗ, вӗсенче шанчӑк пулнине палӑртрӗ.








































