«Чăваш хăйне тĕнче варринче курнă»

12.04.2018 11:25 | просмотров: 2031
«Чăваш хăйне тĕнче варринче курнă»

Чăваш халăх поэчĕ Николай Аверкиевич Исмуков 1942 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç /Первомайски/ ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл философи наукисен докторĕ, профессор. Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ. Шупашкарти коопераци институтĕнче ĕçлет.

Василий Кервен: Николай Аверкиевич, эсĕ «Тăван Атăл» журналта тăтăшах тухатăн, кунта пултарулăху çинчен те чылай çырнă. Çапах та каллех тĕплĕнрех калаçма пĕр пысăк сăлтав хистерĕ: пирĕн вулавçăсем тĕлпулусенче тÿрремĕнех çапла ыйтаççĕ: «Чăваш халăхĕн философийĕ пур-и?» Сансăр пуçне, шел пулин те, çакна тăван чĕлхепе ăнлантарса паракан пĕр философа та тупаймарăмăр. Хăшĕсем тата, хăйсем чăваш уйрăмĕ пĕтернĕ хыççăн философи наукисен кандидачĕ е докторĕ пулса тăнăскерсем, статйисене вырăсла çырса килеççĕ.

Паллах, эсĕ философи тавра калаçнисĕр пуçне ытти ыйтусене те хускатасса кĕтетпĕр.

Чăваш кун-çулĕ, чăваш чĕлхи пирки çыравçăсем яланах пăшăрханаççĕ. Глобализаци авăрĕ çăтса ямĕ-ши пирĕн культурăна, чĕлхене?

Николай Исмуков: Пирĕн халăхăн историйĕ тĕрлĕ пăтăрмахсăр пулман, çавах та вăл паян куна тĕрĕс-тĕкелех çитнĕ, хăйĕн культурине май килнĕ таран упраса хăварма мехел çитернĕ. Анчах та чун пăшăрханăвĕ лăпланса пурăнма памасть. Пĕр сăвăра эпĕ çапла каланăччĕ:

Чун юхăмĕ пулса хускалнă çил

Уçса пăхать çăка çулçисене:

Мĕн каласа ытарлăн çырнă-ши

Чăваш шăпи пирки вĕсем çине?

В. К.: Николай Осипов, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ, «Лаштра йăмра» сăвă пирки уйрăм тишкерÿ çырнăччĕ /«Тăван Атăл», 2014 ç., 2//, Ринат Харис хайлавĕсене пăхса тухнă май ăна самаях анлăлатрĕ /«Тăван Атăл», 2014 ç., 7//. Пĕр сăвăпах халăхăмăрăн чĕрĕлĕх хăватне, кун-çулне сăнласа пама пултарнине кăтартрĕ. Йăмра - чăвашсен символĕ. Кĕвĕç кĕлмĕçсемпе тÿрккес тиексем ăна тĕпрен касса антарчĕç те тураттисене тапта-тапта пытарчĕç. Эй, çутçанталăк ыркăмăллăхĕ, тĕнче тĕрĕслĕхĕ!

Тапта-тапта пытарнă турата

Эс чĕрĕлĕх вăйне паратăн та

Каллех çĕклетĕн пĕлĕте çити.

Мĕн кăна курман пуль халăхăмăр истори пăрăнчăкĕсенче, çапах та ун пуласлăхне шанать тĕпчевçĕ.

Н. И.: Шанăçа çухатмастăп эпĕ те. Анчах юлашки çулсенче пирĕн поэзи йăвашлансах пынине йышăнасах пулать. Эстрада юрри-сăввине шута хумастăп. П. Хусанкай, Я. Ухсай тапхăрĕ хыççăн Ю. Айдаш, Н. Теветкел, Ю. Сементер, П. Афанасьев, В. Энтип вăхăчĕ иртсе пырать. Кам килĕ пирĕн хыççăн? Çамрăксем халь пурлăхшăн «çунаççĕ», вырăса тухаççĕ, тăванлăх пĕтсе пырать. Сăвă вулакан çын та сайра. Поэзи катертленсе пыни чунлăх пĕтсе пынине пĕлтерет. Çитменнине тата тăван чĕлхене вĕренес, малалла аталантарас вырăнне ăна пусарсах пыраççĕ. Мĕне кирлĕ пулчĕ пурне те çырлахтаракан чăваш орфографине пăтратса яма? «Ялав» журнала тахçанах хупрĕç. Литература çулĕнче «Тăван Атăла» катертрĕç.

Ыран чĕлхем пĕтет пулсан эп паянах вилме хатĕр тенĕччĕ пулас Р. Гамзатов. Чăнах та, тăван чĕлхем пĕтсе пырать пулсан мĕншĕн, камшăн çырмалла? Пурнăçăн тĕллевĕ çухалать.

Вольтер сăмахне илсе кăтартам: «Тĕнчери тĕп чĕлхесене ултă çул хушшинче ăша хывма пулать, анчах тăван чĕлхене мĕн ĕмĕр тăшшĕпех вĕренмелле». Вĕренес вырăнне юрăхсăра кăлараççĕ чĕлхемĕре. Чĕлхе пĕтсен - халăх пĕтет.

Пирĕн чĕлхемĕр пуян та хевти вышкайсăр хăватлă. Çăл шывĕ ирĕклĕ юхтăр тесен, ăна ан пăтрат, ан чăрмантар. Мĕнле кăткăс шухăшсене те ăнланмалла, ансат калама пулать иккен чăвашла. «Ялав» журналăн виçĕ номерĕнче чăваш философийĕ çинчен статьясем пичетлесе кăларнăччĕ. Хальхи орфографие пăхăнас пулсан, мĕнле палăртмаллаччĕ ман хирĕçтăру "противоположность", ăстăн "сознание", астăвăм "память" т.ыт. философи категорийĕсене?

В. К.: Атсăватăп çав статьясене, унта чăвашăн философийĕ пур-и тесе ыйту лартнăччĕ. Чăнах та, пур-и вăл?

Н. И.: Ытти халăхăн - французсен, нимĕçсен, китайсен, яппунсен - философийĕ пур пулсан, мĕншĕн чăвашсен философийĕ пулмалла мар! Эпир пĕлеймен сăлтавсене пула тĕнче историйĕнче чăваш ĕлĕкхи грексем пек, китайсем пек çыруллă япаласем хăварайман. Каярах çирĕпленнĕ çырулăхра та çыравçă-ăсчахсем пулман чăвашăн. Çапах та çĕр çинчи чи ватă халăхсенчен пĕри шутланаканран тухнă хутла пĕлмен е хăйĕн шухăшĕсене çырса хăварайман Сократ евĕр ăсчахсем пулнах. Ăçта шырамалла чăвашăн философине? Ман шутпа, мифсемпе фольклорта тата хамăрăн паянхи ăстăвăмра. Мифсемпе фольклор философи пуçламăшне тĕпчеме май парĕç. Юлашки вăхăтра чылаях çырчĕç ун çинчен. Çыраканĕсем ăна этнопедагогика шайĕнче пăхса тухма тăрăшрĕç. Паянхи ăстăвăм - чи шанчăклă та, чи иксĕмли çăлкуç. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кашни çын çуралса-çитĕнсе-ватăлса виличчен этемлĕх аталанăвĕн историне кĕскетсе, лапчăтса утса тухать - ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен те, ăс-пуç аталанăвĕ енчен те. Хальхи шайри ăстăвăм - нумай-нумай ĕмĕрсем хушши аталанса пынă шухăш-кăмăл пулăмĕ. Философилле шухăшсене диалектика категорийĕсемпе ăнлантармалла. Илемлĕ те хăтлă çурт тăвас тесен те лайăх, çивĕч хатĕр-хĕтĕр кирлĕ.

В. К.: Санăн, Николай Аверкиевич, Мускавра «Философия в пространстве национальной культуры» ятлă кĕнеке тухнăччĕ. Унта анлăш "пространство", вăхăт, куçăм, матери, хирĕçтăру ăнланăвĕсене нацилле хăйнеевĕрлĕх тĕлĕшĕнчен пăхса тухнăччĕ. Мĕнле курать-ăнланать чăваш, сăмахран, тĕнчене? Пĕр тĕслĕх илсе кăтартăр-ха?

Н. И.: Чăвашсен тĕнче ăнланăвĕ мир тата анлăш "пространство" пĕлтерĕшĕсемпе тÿр килет. Чÿклевçĕ чăваш мифĕсенче тĕнче яланах тăваткăл. Ун пек ăнлану китайсен пур. Ытти пур халăх та тĕнчене çаврака курать. Анчах, тĕрĕссипе, тĕнче вăл тăваткăл та мар, çаврака та мар. Вĕçсĕр-хĕрсĕр тĕнчене мĕнле конфигурацие вырнаçтарайăн. Тăваткăл - паллă йĕркене, тĕплĕхе пĕлтерет: пурнăçра пурте хăй вăхăтĕнче те хăй вырăнĕнче пулса иртмелле. Тăваткăл вăл - тĕв туса палăртнă, малашне мĕн пулассине пĕлсе тăмалли символ, лăпкăлăх, тăнăçлăх, тĕреклĕх, пĕр вырăнлăх. Пĕтĕмпех чăваш кăмăл-сипетне, характерне килекен паллăсем.

Авалхи грек хăйне пуçламăшсăр-вĕçсĕр тĕнче саккунĕ-йĕркине пăхăнса тĕвĕленнĕ пулăм пек курнă. Тинĕсе тухса çÿре-çÿре те пулĕ - вăл тĕнчене сарма тăрăшнă, япаласен хирĕçле енĕсене пĕлсе усă курса ирĕклĕхе талпăннă. Чăваш вара хăйне ниçта та мар - тĕнче варринче курнă, вăл хăй - тĕнче тупсăмĕ иккен. Вăл мар - тĕнче ун пекрех пулмалла имĕш: тăнăçлă, вырăнлă, вăхăтлă. Анчах чăваш хăйне валли хăй ăсĕнче тăваткăл, чикĕллĕ, хупăнчăк, текех сарма çук тĕнче туса шухăшне инçете вĕçме чăрмав та кÿчĕ пуль: ахальтен мар унăн философийĕ палăртнă табу-картаран тухайман, çĕнĕ шухăш, çĕнĕ йăла кăларма шикленнĕ вăл. Тĕлĕнмелле çак çутçанталăк шайлаштарăвĕ: ахăр та махăр пăтранан историре чăваша сыхласа хăвараканни шăп та шай çак асамлă тăваткăл пулнă та ĕнтĕ - тăнăçлăх, килĕшÿлĕх, тĕплĕх, хăй тĕнчине хăй тытса тăраслăх. Каларăмăр ĕнтĕ, çав вăхăтрах тăваткăл карта унăн шухăшне, философине малалла вĕçме чăрмантарнă.

В. К.: Эсĕ юлашки вăхăтра философипе тепĕр кĕнеке хатĕрлерĕн. Мĕнрен пуçланса кайнă философи ыйтăвĕсемпе кăсăкланасси? Эсĕ - чăн-чăн лирик, кăмăл-туйăм хуçи, çав вăхăтрах шухăшлавçă. Çак икĕ туртăм пĕр-пĕрне чăрмантармаççĕ-и?

Н. И.: Пулас кĕнеке ячĕ «Диалектика синергетики». Турри вăхăтне парсан çырса пĕтерĕп-ха ăна çывăх кунсенче. Унччен маларах «Сăвăсен пуххин» пиллĕкмĕш томне пичетлесе кăлармалла. Тĕллевĕмсем пур-ха, сывлăхăм кăна пултăр. Философипе поэзи пĕрлĕхĕ çинчен журналта самаях пысăк статья та пичетлесе кăларнăччĕ. Кĕскен калас пулсан, поэзипе философи - кайăкăн мăшăр çуначĕ, вĕсемсĕр вĕçев çук. Шухăшсăр сăвă - чÿпĕк, чунсăр сăвă - кантăр шăмми. Чăн-чăн поэт - яланах философ, анчах философ яланах поэт мар. Икĕ ĕмĕр панă пулсан, пĕрне философие парăттăм, тепĕрне - поэзие. Икĕ ĕмĕр тытаканĕ çук, авă ватлăхăм та çитсе пырать, вара аса-илÿре пурăнма пуçлатпăр.

Ачалăх. Ак ăçта пулнă вăл чи лайăх вăхăт! Ура çине ĕне пусман-ха - ним шухăшсăр ĕрĕхсе çÿренĕ эпир, çутçанталăк ачисем. Тăраниччен çăкăр та çисе курман, тумтирĕ те тумтир пулман, пурпĕрех ÿсентăран пек ешернĕ.

Художник пулас, сăвă çырас туртăм пысăкчĕ. Анчах ман малашнехи пурнăçа пĕр кĕнеке тĕппипех улăштарса ячĕ темелле. Пиртен пĕр-ик çурт урлă Тимуксем пурăнатчĕç. Василий Тимофевич вĕреннĕ çынччĕ, паллă бухгалтерччĕ пирĕн тăрăхра. Ун ывăлĕ те ашшĕ çулĕпех кайнă, каярахпа вăл нумай çул хушши Чăвашра финанс министрĕ пулчĕ. Тимуксен мăкламасăр хăпартнă кĕлетĕнче темĕн чул кĕнекеччĕ. Кирук Валерисен картишĕ енчен çав кĕлет пĕренисем хушшинчен çекĕллĕ пăралукпа кĕнеке çине кĕнеке туртса кăлараттăмăрччĕ. Ытларах - бухгалтер кĕнекисем, вĕсем никама та кирлĕ мар. Пĕррехинче самаях хулăн кĕнеке лекрĕ. «Философский словарь» ятлăччĕ вăл. Ăна эп алăран яман, кĕлте турттарнă чухне те илсе çÿренĕ. Вселенная, мироздание, пространство, время, первоматерия ыйтăвĕсем кăсăклантаратчĕç уйрăмах, вĕсене лайăхрах ăнланма астрономи кĕнекине тытаттăм... Çапла вара философи словарĕ мана Свердловска, Мускава çитерчĕ, доктор-профессор тÿпине хăпартрĕ.

В. К.: Хальхаççăн сăвă вулакан та сайра терĕн. Телевизор, интернет пирĕн вăхăта нумай илет, культурăн ирĕклĕ çулне çав пÿлет пулас.

Н. И.: Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Чăваш халăхĕн культурин шайĕ йăшсах пырать. Район чиновникĕсем те наукăпа искусствăна шыв пăрăхĕн шăтăкĕпе арпаштараççĕ те. Анекдот майлă чăнах пулнă япалана каласа парам-ха. Пĕррехинче Патăрьел депутачĕсем мана район шайĕнчи хисеплĕ ят парас ыйту хускатнă. Унччен колхозра партком секретарĕ пулнă депутат «контраргумент» тăратнă: «Исмуков ялсене газ кĕртнĕ çĕре те, Патăрьелĕнче шыв пăрăхĕ шăтăкне чавас ĕçе хутшăнман».

В. К.: Кашни çын хăй пултарулăхне кура ĕçлет.

Н. А.: Мĕн тăвăн - тавракурăмлăхĕ çав шайра ĕнтĕ. Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вара философири тата поэзири пултарулăха хакласа ĕмĕрлĕх пособи парса тăма йышăну турĕ.

В. К.: Чăваш çĕршывĕ пултаруллă талантсемпе пуян. Анчах пĕр енче художниксем нумайрах, тепĕр енче композиторсем. Акă, сăмахран, Елчĕк тăрăхĕнче математиксем-техниксем çуралнă, Пăлаен тăрăхĕнчен паллă поэт-прозакисем тухнă. Мĕнрен килет-ши çакă?

Н.И.: Ун пирки эпĕ те шухăшламан мар, анчах сăлтавне тупса тĕрĕс хуравлама йывăртарах. Çутçанталăк пурне те пĕр тан, пĕр пек праваллă çуратать, ырă кăмăлне шеллемест, пур ачана та тараватлăн йышăнать. Çитĕнсе пынăçем вĕсем ăс-тăнĕпе те, пÿ-сийĕпе те, пултарулăхĕпе те ăрасна палăраççĕ. Çав уйрăмлăхсем чи малтан юнран ?«гентическая наследственность» тенинчен килеççĕ пулмалла. Мĕнле çемьере çитĕннине те шута илмелле. Тавралăх уйрăмлăхĕ те пултарулăх пичетне çапса хăварать пулмалла  "географический детерминизм". Пăла тăрăхне эпĕ поэтсен сăпкийĕ тесе танлаштарăттăм. Каласа та тухас çук вĕсен ячĕсене!». Н. Л. Гумилев ?паллă историк% шучĕпе, наци, халăх хăйевĕрлĕхĕ космосран килет. Тĕслĕхрен, нимĕç çĕрĕ çине XVIII-XIX ĕмĕрсенче космос философла пăхнă курăнать, çавăнпа унта тĕнчипе паллă философсем çуралнă: И. Кант, Рихте, Шеллинг, Гегель, Фейербах т.ыт.те.

Поэт пуласси юнран килет, паллах, çутçанталăкран та. Çумри аслă поэтсен витĕмĕ те курăнать.

В. К.: «Хуратнă кĕмĕл» кĕнекере эсĕ аçу енчен килекен йăх тымарне илсе кăтартнăччĕ. Çичĕ-сакăр сыпăк таран пĕлекен çын халăх культурин шайне кăтартать. Пиртен чылайăшĕ вара мăн асатте-асаннесем ăçта канлĕх тупнине те пĕлместпĕр. Арабсем, сăмахран, мăн аслашшĕсен ячĕсене те хушса чĕнеççĕ пĕр-пĕрне.

Н. А.: Кĕнекере, чăнах та, несĕлсен тымарне илсе кăтартнăччĕ, анчах вăл ĕçре ман пайти сахалтарах. Ăна Вингер Петрович Митта Митта Петĕрĕн ывăлĕ тата Алексей Тимофеевич Исмуков Элекçей тете пухса хатĕрленĕ.

Исмук - араб тата çĕнĕ перси чĕлхисенчи "Исмаэль" сăмахран пулса кайнă. Бернд Шернер. Арабские новоперисдские заимствования в чувашском языке. 1977. 153 с.. Митта Ваçлейĕ «Кун кĕнекинче» çапла çырса хуни пур: «...масар çине кайрăмăр. Унта ман мăн асаттесем - Митта тата Исмук». Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. 2 том. Шупашкар, 2005. 393 с.

В. К.: Шкул çулĕсенче ăраснах мĕн асра юлнă? Савăнмалли те, хурланмалли те пулнă пулĕ...

Н. И.: Эпир ача чухне çанталăкĕ те урăхларахчĕ. Çулла ăшă çумăр çăватчĕ, çеремлĕ урамра çумăр хыççăн çаруран чупаттăмăр. Хĕлле хĕрĕх «кратăс» таран сивĕччĕ, çил-тăман тухса чÿречесене, пÿрт алăкне хупласа хуратчĕ. Кашкăрсем картишнех кĕретчĕç, улăм витнĕ витерен сурăхсене тытса каятчĕç. Çире - тăла пиншак, урара - çăпата.

Пĕрремĕш учительница сăнĕ-пуçĕпе те кăмăлĕпе те усалччĕ. Алхаснă та пулĕ эпир, уроксене те хатĕрленсе килмен пулĕ тепĕр чух. Уншăн вăл арçын ачасене çеç мар, хĕрачасене те хытă кÿрентеретчĕ. Мĕн кăна каласа хăртмастчĕ тата.

Пиллĕкмĕш класра манăн шкул пурнăçĕ тĕпрен улшăнчĕ темелле. Класс ертÿçи - йăрăс пÿллĕ те хумлă-хумлă çÿçлĕ, шенкер куçлă майра. Калерия Александровна Исаева! Математика учителĕ. Тăваттăмĕш класра та лайăх вĕренекенсен шутĕнче пулнă эпĕ. Пиллĕкмĕш класран пуçласа вара тата ытларах палăртăм. Совет председателĕ, стена хаçачĕн редаткорĕ т.ыт.те. Калерия Александровнăна куçран вĕçертмесĕр пăхса лараттăм. Юратнă предметсенчен пĕри - математика. Сăвă çырма вĕрентетчĕ мана вăл. Акă вăл чăн-чăн учительница. Каласа-мухтаса пĕтермелле мар. Пурнăç хăй еккипе пычĕ, таçта та çитме тĕл килчĕ, анчах ăна нихçан та асран кăларман, хам сăвăсенче ун валли вырăн тупаттăмах:

Ыр тунипе этем вăл пархатарлă,

Аса илсен тем чул тав тумалли.

Калерия Александровна! Кăварлă

Чунра хăвартăм вырăн сан валли.

Тепĕр аллă çултан шыраса тупрăм эп ăна Вăрнар районĕнчи Кавал ятлă ялта. Çавăн пекех ăшă кăмăллă, çулĕсем пулсан та йăрăс. Шел, тăхăрвунă çула кăштах çитеймесĕр уйрăлчĕ вăл пиртен. Анчах Карелия Александровнăн çутă сăнарĕ, учитель эталонĕ ман чĕрере яланлăхах юлчĕ.

Мĕн калам тата шкул вăхăтĕнчи пурнăçăм çинчен?

Çиччĕмĕш класа «Хисеп хучĕпе» пĕтерсен, Шупашкарти художество училищине вĕренме кĕтĕм. Халь ĕнтĕ пусма кĕпепе, анчах тем пысăкăш саплăклă шăлаварпа. Питĕ кичем пулнăран пĕр-ик уйăх вĕренсен каялла тарса килтĕм. ÿкерес туртăм халĕ те пĕтмен-ха.

Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн комсомол путевкипе Чита облаçне ĕçлеме кайрăм. Борзя хули çывăхĕнче ссылкăна янă çынсем нумайччĕ, вĕсемпе пĕрлех çурт хăпартаттăмăрччĕ, çапăçни-туни сайра пулнă. Борзя тапхăрĕ, пĕтĕмĕшле илсен, усăллă пулчĕ маншăн: тĕнчене тухса куртăм, кил тунсăхне чăтма хăнăхрăм.

В. К.: Халĕ мĕнле тĕллевсемпе пурăнатăн?

Н. И.: Каларăм ĕнтĕ, çитес вăхăтра кĕнекесем кăларасшăн. Эпĕ ертсе пынипе халлĕхе 4 доктор тухнă, наука кандидачĕ иккĕн. Вĕсен йышĕ хушăнассах шанатăп. Пурнăç малаллах.

В. К.: Çакна ыйтмасăр чун чăтмасть. А.С.Пушкин пултарулăхне тапхăрсем çине пайласа вĕрентеççĕ. Унăн сăввисенче пĕтĕм пурнăçĕ, кăмăл-туйăмĕ тухса тăрать. Хăш-пĕри тата ĕмĕр тăрăшшĕпех юрату çинчен çырать - юратăвĕ туйăнмасть те. Санăн хайлавусене тапхăрсене пайласан, сăпатлăх личность курăнма пултарассăн туйăнать-и?

Н. И.: Кăна тÿрех хуравлама та кансĕр.

В. К.: Кун-çулу, кăмăл-туйăму куç умне тухса тăнине вулакансем тĕлпулусенче мана пĕрре мар пĕлтернĕ.

Н. И.: Чăнах та пулсан - савăнасси çеç юлать...

Василий Кервен калаçнă

 

Источник новости: Журнал «Тăван Ат...нварь 2016 г.