«Чăваш ача-пăча фольклорне тĕпчессипе çыхăннă çивĕч ыйтусем» çавра сĕтел иртрĕ

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗнче литературовед, фольклорист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, СССР писательсен союзӗн членӗ, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Владимир Яковлевич Канюков ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑваш ача-пӑча фольклорне тӗпчессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусем» ҫавра сӗтел иртрӗ.
Ача-пӑча сӑмахлӑхне пухас тата тӗпчес ӗҫри хальхи лару-тӑрупа ӗҫтешсене филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Галина Ильина паллаштарчӗ. Философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Михайлова В.Я. Канюков пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр саманта аса илчӗ тата унӑн 1964 ҫулта кун ҫути курнӑ «Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ» кенекине тишкерсе хак пачӗ. Ача-пӑча такмакӗсен хӑй евӗрлӗхӗ, ЧПГӐИн ӑслӑлӑх архивӗнче упранакан, ку таранччен пичетленмен ача-пӑча сӑмахлӑхӗ ҫинчен истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Алексей Леонтьев калаҫрӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Надежда Ефремова-Ильина В.Я. Канюков «Ача-пӑча сӑмахлӑхне» юмахсем кӗртнин сӑлтавӗсене уҫса пачӗ. Ҫавӑн пекех илсе панӑ юмахсене тӗплӗн тишкерсе вӗсен мифла никӗсне тупса палӑртрӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Осипов хальхи вӑхӑтра ача-пӑча сӑмахлӑхне вӗрентес ӗҫ И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗнче мӗнле йӗркеленсе пыни ҫинчен сӑмах хускатрӗ. Писательсем ҫырнӑ сӑпка юррисем халӑхра сарӑлнисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑни пирки филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ирина Софронова тухса калаҫрӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Геннадий Дегтярёв Вячеслав Ендеров пухса хатӗрленӗ «Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ» (2009) кӗнеке ҫинчен пичетленӗ рецензипе паллаштарчӗ.
Ҫавра сӗтеле хутшӑнакансем В.Я. Канюков ӗҫӗн пахалӑхне тивӗҫлипе хакларӗҫ, ача-пӑча сӑмахлӑхне тӗпченӗ чухне сиксе тухакан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ, фольклор енӗпе малашне тишкермелли ӗҫсене палӑртрӗҫ.


















