Пирӗн ҫамрӑк ӑстаҫӑсем ҫинчен «Ӗҫре — ҫамрӑк специалист» радиокӑларӑмра итлӗр

08.04.2026 16:27 | просмотров: 116
Пирӗн ҫамрӑк ӑстаҫӑсем ҫинчен «Ӗҫре — ҫамрӑк специалист» радиокӑларӑмра итлӗр

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн кӗҫӗн ăслăлăх ӗҫтешӗсем Анна Антипина, Владимир Григорьев тата Полина Васильева Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн «Ӗҫре – ҫамрӑк специалист» радиокăларăмне хутшăнчĕç. Ӑна Ирина Паргеева корреспондент ертсе пычӗ.

Кӑларӑмра çамрăк ӑстаҫӑсем хӑйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчӗҫ. Кунсӑр пуҫне Анна Антипина Чăваш Республикин ҫамрăк ăсчахсен канашĕн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Владимир Григорьев чӑвашсен пытару йӑли-йӗркин хӑй евӗрлӗхӗсене уҫса пачӗ тата кӑҫал Волгоград облаҫӗнче «Астӑвӑм вахти» экспедици иртессе аса илтерчӗ. Полина Васильева чӑваш чӗлхинчи глаголсен аналитика формисен пӗлтерӗшӗсем ҫинчен тата вырӑс чӗлхинчи префикслӑ глаголсем пирки каларӗ.

Тӗплӗнрех пӗлес тесен, «Ӗҫре – ҫамрӑк специалист» кӑларӑма Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтӗнче итлеме пулать.

Фотографии