С.В. Элкер ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ литература уявĕ иртрĕ

19.04.2019 17:13 | просмотров: 889
С.В. Элкер ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ литература уявĕ иртрĕ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Чӑваш Республикин наци библиотеки 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ С.В. Элкер ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ литература уявĕ ирттерчĕç. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Родионов Виталий Григорьевич, Йӗпреҫ районӗнчи Упакасси вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Викторова Галина Васильевна, Йӗпреҫ районӗнчи Упакасси вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Евграфова Раисия Афанасьевна, краевед, педагогика ӗҫӗн ветеранĕ Ерилеева Нина Михайловна, ветеринари ăслăлăхĕсен докторĕ Кириллов Николай Кириллович, Раççей Писательсен пĕрлĕхĕн пайташĕ, «Элкер çăлтăрлăхĕ» кĕнеке авторĕ Кузьмин Владимир Прокопьевич Çемен Элкер пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки, паллă ентешĕпе курса калаçни пирки питĕ кăсăк каласа пачĕç.

Поэтăмăра халалланă каçа Упакасси вӑтам шкулӗн 9-мӗш класс вӗренекенĕ Аня Ерилеева (ертӳҫи — Р.А. Евграфова) Çемен Элкер пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ «Кушлавӑш текен вун икӗ ял уйӗ» курав илем кÿчĕ.

Унтан Эртивансен Сӑварӗн «Çемен Элкер» кӗнекин хӑтлавӗ те пулчĕ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Ильина Галина Геннадьевна тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Софронова Ирина Владимировна «Çемен Элкер» кĕнекепе паллаштарчĕç, кĕнекен çĕнĕлĕхĕ-кăсăклăхĕ пирки сăмах хускатрĕç.

Литература уявĕ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш филологийĕ уйрăмĕнче вĕренекен студентсен "Хĕн-хур айĕнче" сăвăллă-кĕвĕллĕ инсценировкипе вĕçленчĕ.

Фотографии