МАТРИАРХАТ ПАЛЛИ, Е?..

07.09.2017 12:14 | просмотров: 1592
МАТРИАРХАТ ПАЛЛИ, Е?..

Кивĕ масар вăрттăнлăхĕ

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс çумĕнчи кивĕ масарта 2012 çултанпах археологи экспедицийĕсем ирттерет. Кăçалхи утă уйăхĕн 4–19-мĕшĕсенче ученăй-археологсем (Н.В. Березина, А.Ю. Березин, Е.П. Михайлов, Н.С. Мясников) Вăрнар районĕнчи çак истори палăкне малалла тĕпчеме тепĕр хут тухса кайрĕç. Сăрпа Сĕве юханшывĕсен хутлăхĕн çурçĕр енче вырнаçнă Мăньял Хапăс çумĕнчи çак кивĕ масар – пирĕн эрăри I–III ĕмĕрсенче халиччен паллă пулман аваллăх палăкĕ. Унта – мăкшă тата финн-угр халăхĕсен тăхăмĕ. Масара чавса тĕпченĕ çĕре иртнĕ çулсенче Мордови Республикин Патшалăх пухăвĕн ертÿçи В. Чибиркин делегаципе (Мордва пединститучĕн ректорĕ В. Кадакин тата Мордови Республикин Патшалăх пухăвĕн депутачĕсем А. Живаевпа А. Воробьев) та кунти ĕçсемпе паллашма килсе кайрĕç. Мордва республикинчи Евсевьев ячĕллĕ педагогика институчĕн студенчĕсем, Чăваш Республикинчи шкул ачисемпе студентсем кашни çулах çак тĕпчеве хутшăнаççĕ.

… Ултă çул каялла Мăньял Хапăс ял ачисем çырмара вылянă чухне авалхи укçасем тупнă. Киле таврăнсан аслисене кăтартнă та лешсем çийĕнчех Шупашкарти ученăйсене пĕлтернĕ. Археологсем авалхи масара чавса пăхма, унăн вăрттăнлăхне пĕлме шут тытнă, наука экспедицийĕ йĕркеленĕ. Питĕ авалхи вилтăприсенче çынсен ÿчĕсем юлман ĕнтĕ, ĕмĕрсем иртнĕçемĕн çĕрсе пĕтнĕ. Мĕн тупнă-ха? Çын шăммисем, шăрçасем, пуçа тата кăкăра витмелли илемлĕ тÿме (сăмах май, çак тÿмесене Рим империйĕн провинци мастерскойĕсенче хатĕрлени паллă), тăм савăтсемпе çĕçĕсем. Археологи ĕçĕсене ирттерме чăваш ученăйĕсене ирĕк панă, çапах та Мордови ученăйĕсем те ку кăсăклă ĕçрен айккине пăрăнса юлас темен.

Пăхăр-тăхлан калпак тăхăннă хĕрарăмсем

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука аслă сотрудникĕ Е.П. Михайлов тĕлĕнтермĕш истори палăкĕ пирки çапла каласа парать: «Малтанхи çулсенче Пăртаспа Мăньял Хапăс хушшинчи сăмсахра хĕрарăмсене тата пĕчĕк ачасене пытарнă вырăнсене тупнă пулсан, каярахпа арçынсен вилтăприйĕсене те шыраса тупрăмăр. Кăçал эпир арçынсене пытарнă вырăна тĕпчерĕмĕр. Этем шăмми-шаккисĕр пуçне кунта çар çыннисем усă куракан япала нумай: хĕçсем, сăнăсем, пуртă, ут хатĕрĕсем (йĕвенĕ-чĕлпĕрĕ, пушши), çĕçĕ, пуртă, çĕмрен тултарнă пештĕр, апат тултарнă куршаксем. Тĕлĕнмелле, арçынсен вилтăприйĕсенче йĕп тирсе çаклатмалли тăха, сулă, мăя, шăрçасем те пур. Апла пулсан кунта вăрçăсем те пулса иртнĕ. Эпир чавса тупнă арçынсем çар çыннисем пулнă. Вилесене пурне те çăка хуппипе чĕркесе вырттарнă».

Кăçал пурĕ 208 тăваткал метр лаптăк чавса тĕпченĕ. Пурĕ темиçе культура сийĕ тухнă: бронзă ĕмĕрĕ, малтанхи тимĕр ĕмĕрĕ, чăвашсен пуç çапакан сăваплă вырăнĕ – Киремет карти (пирĕн эрăри XVII–XVIII ĕмĕрсем), т.ыт.те Унта 1749 çулхи укçа тупнă. Тĕлĕнмелле – темиçе юпа тата хуçалăх шăтăкĕсем пурри те паллă (пирĕн эрăчченхи 1-мĕш пинçуллăхăн иккĕмĕш çурри). Унта çак тапхăрти тăм савăт-сапа, вутчульпе кварц катăкĕсем, йĕке вĕçне çыхнă çаврака тимĕр, охра (сарă тĕслĕ сăрă) пулнă.

«Мăньял Хапăсри истори палăкĕ чăннипех те питĕ кăсăклă. Хальлĕхе 75 вил тăпри чавса тĕпчерĕмĕр, кăçал вара 11 вилтăпри тĕпченĕ. Унта тупнă япаласене пирĕн эрăри I–III ĕмĕрсенче усă курнă. Вĕсем мордва этносĕ чăваш çĕрĕнче йĕркеленнĕ вăхăта палăртаççĕ. Варринчи вил тăприсем питĕ вăрăм та сарлака: тăршшĕ – 4 метр, сарлакăшĕпе тарăнăшĕ – 2-шер метр. Чи пысăккин калăпăшĕ – 550 х 220 х 180 см. Çынна кун пек пысăк шăтăка унăн обществăри вырăнне кура пытарнă, ахăртнех. Ку масар – паянхи мăкшăсен чи авалхи палăкĕ, – каласа парать институтăн наука сотрудникĕ Николай Мясников. –Тĕлĕнмелле çĕнĕ артефактсем пирĕн куç умне тата тухрĕç: хĕрарăмсен пуçа тăхăнмалли пăхăрпа тăхлан шăранчăкĕн калпакĕ. Питĕ лайăх упранса юлнăскер, ун çинчи эрешсем те палăраççĕ. Ăна тăхăннă хĕрарăмăн пуç шăмми, çÿçĕ те тĕрĕс-тĕкелех юлнă. Унсăр пуçне авалхи мăкшă хĕрарăмĕсем тăхăнакан тĕрлĕ эреш тупрăмăр (ют çĕрсенчен илсе килнĕ янтарь, халцедон шăрçасем). Пурĕ 700 яхăн шăрçа ярăмĕ; пĕрлех тата тумтирĕ те пур, унăн тĕсĕ те кайса ĕлкĕреймен. Обществăра йышăнакан вырăнне кура, вĕсене пуян тумтирпе, хаклă эрешсемпе, тĕрлĕ атрибут паллипе (сăмахран, пăхăрпа тăхлан шăратакан кашăксемпе) пытарнă. Хăшĕн-пĕрин çумĕнче вара сăнă çивчĕшĕ те пур… Амазонкăсем тесе калаймăн вĕсене. Матриархат палли-и? Пăхăрпа тăхланран шăратнă калпак тăхăннă хĕрарăмсем камсем пулнă-ха? Вĕсем мăкшă халăх культурине упраса усракансем иккен, обществăра çÿллĕ вырăн йышăнакан пуян хĕрарăмсем пулнă. Авалхи мăкшăсем VII – VIII ĕмĕрчченех Сăр тăрăхĕнче пурăннă, каярахпа вĕсен пĕр пайĕ кунта куçса килнĕ чăвашсемпе хутшăнса кайнă.

Мăньял Хапăсри çак истори палăкĕ Мордовири паллă Андреевски пысăк тĕмепе (пирĕн эрăри I–II ĕмĕр) пĕрьевĕрлĕ пулни ытларах та ытларах палăрать. Çакна артефактсем (антенна евĕр тăрăллă икĕ енĕ те çивчĕ хĕç, сăнăпа ухă пуçĕсем, пиçиххисем) пĕр пек пулни çирĕплетет. Эпир тĕпчекен масар Андреевкăпа пирĕн эрăри III ĕмĕрте йĕркеленнĕ авалхи мордва культури хушшинчи çыхăну пулса тăрать. Вăл Вăтам Атăл тăрăхĕнчи çеç мар, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Артефактсене (çын шăммисене, вĕсен апатне, унти тăпрана, атрибут япалисене) Раççей наука академине ярса патăмăр, кăтартусем кĕркунне пулĕç».

Кăçаллăха Мăн Хапăс çумĕнчи кивĕ масарта археологи экспедицийĕ хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Çитес çулсенче тĕпчев ĕçĕсем малалла тăсăлĕç.

Авалхи ура йĕррисем ăçта чĕнеççĕ?

Çу кунĕсенче археологсем хăйсен маршрутне малалла тăсаççĕ. Çумăр та хăратмасть вĕсене, шăрăхĕ те, сулхăн çанталăкĕ те. Тепĕр чухне аслатиллĕ çумăр кĕрлесе килет те палаткăра çĕр каçакан археологсене асар-писер шар кăтартать, е вăрман варрипе чупнă чухне вĕсен çумĕнчи пысăк йывăçа аçа çапса çунтарса ярать… Иртнĕ çулсенчи шăрăх кунсенче тÿперен шарлантарса пăхакан хĕвел айĕнче кунĕ-кунĕпе тар юхтарса çĕр чавни мĕне тăрать тата? Çук, кулленхи йывăрлăхсем хăратмаççĕ археологсене. Каçхи çăлтăрлă тÿпе айĕнчи çунакан кăвайт тавра пуçтарăнса çĕр айĕнче пытаннă вăрттăнлăхсем çинчен калаçнисем, экспедицисенче наука халиччен пĕлмен тĕлĕнмелле артефактсем тупни, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем вĕсене хăватлă хавал парса тăраççĕ.

Июлĕн 25-мĕшĕнче археологсем Çĕрпÿ районĕнчи верхнепалеолит ĕмĕрĕнче пурăннă авалхи çынсем (Чăваш Республикинче тĕл пулакан чи авалхи çынсем) пурăннă вырăна, Шолма стоянкăна тухса кайрĕç. Çĕртме уйăхĕн 4–5-мĕшĕччен вĕсем кунта еплерех этемсем пурăннине, вĕсен пурнăç йĕркисене тĕпчĕç.

Иртнĕ çулсенче вĕсем Çĕрпÿ районĕнче пит авал (12–14 пин çул каялла) пурăннă вырăнта çынсен ĕç хатĕрĕсене, пысăк кăвайт вырăнĕсене, чĕр чун шăммисене нумай тупнă: лаша, бизон, упа шăммисем, чулран тата шăмăран тунă сунар хатĕрĕсем. Асăннă пысăк кăвайтра купаланнă шăмăсем тăрăх авалхи этемсем кунта 40 упа тытса çинине (çав шутра пĕр упа çури шăммине тупнăччĕ), вĕсене çав кăвайтра пĕçерсе çисе пурăннине палăртнăччĕ.

Тĕпчев ĕçĕсем халĕ ку тăрăхра малалла пыраççĕ. Вĕсем çинчен эпир вулакансене малашне те пĕлтерсех тăрăпăр.

Ку çулла археологсем тепĕр экспедици те йĕркелеме палăртнă. Çĕртме-авăн уйăхĕсенче Улатăр, Çĕмĕрле, Пăрачкав районĕсене çитсе килĕç. Пирĕн эрăри I ĕмĕрти палăксене тĕпчесшĕн. Халăхсем анлăн куçса çÿренĕ тапхăрта ку тăрăхра пурăнакансен культури, пурнăçĕпе йăли-йĕрки еплерех пулнине, хăш халăхсем пĕр-пĕринпе хутшăннине, вĕсем епле куçса çÿренине тĕпчеме палăртнă.

 

Людмила Сачкова, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçтешĕ.

Материал çăлкуçĕ: "Хыпар" (2017 ç., авăн, 1-ше)

Фотографии