Çĕнĕ кĕнеке: Георгий Тал-Мăрса. Суйласа илнисем: поэзи, драматурги, чăнлавсем, çырусем. Шупашкар, 2019. 320 с.

11.10.2019 09:10 | просмотров: 1290
Çĕнĕ кĕнеке: Георгий Тал-Мăрса. Суйласа илнисем: поэзи, драматурги, чăнлавсем, çырусем. Шупашкар, 2019. 320 с.

Георгий Тал-Мăрса. Суйласа илнисем: поэзи, драматурги, чăнлавсем, çырусем / К.Д. Кириллов, А.А. Ыхра, В.П. Станьял пухса хатĕрленĕ; яваплă редакторĕ В.В. Никифорова; ЧПГĂИ. — Шупашкар, 2019. — 320 с.

 

Г.В. Тал-Мăрса (1895—1921) — иртнĕ ĕмĕрти культурăри чи паллă ятсенчен пĕри. Унăн пултарулăх кун-çулĕ кĕске, шыравлă, çав вăхăтрах тулăх та тĕреклĕ. Вăл драматургире, поэзире, куçару ĕçĕнче, публицистикăра палăрнă. Чăваш театрне йĕркелекенсенчен пĕри, режиссер тата актер пулнă. Кĕнекене авторăн хайлавĕсен ытларах пайне, халиччен упранса юлнă çырăвĕсене тата докуменчĕсене кĕртнĕ, вĕсенчен чылайăшĕ пĕрремĕш хут пичетленет. Çак кăларăм тăван литературăпа, культура историйĕпе кăсăкланакансене усăллă пулĕ.