Чăваш наци конгресĕ: Шупашкарти пӗр урама чӑвашсен пӗрремӗш Совет Союзӗн Геройӗн Сергей Бутяковăн ятне парӗҫ

03.12.2019 10:49 | просмотров: 74
Чăваш наци конгресĕ: Шупашкарти пӗр урама чӑвашсен пӗрремӗш Совет Союзӗн Геройӗн Сергей Бутяковăн ятне парӗҫ

2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи Шупашкар хула администрацийӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн хулари "Солнечный" ҫӗнӗ микрорайонти пӗр урама чӑвашсен пӗрремӗш Совет Союзӗн Геройӗн Сергей Бутяковӑн ятне пама йышӑннӑ. Сергей Николаевич Бутяков 1916 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславкка районӗнче ҫуралнӑ, 1940 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Ленинград тӑрӑхӗнчи Саркола ялӗ ҫывӑхӗнче финсемпе ҫапӑҫса паттӑррӑн пуҫне хунӑ офицер-танкист.

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧНК: Шупашкарти пӗр урама Сергей Бутяков ятне парӗҫ