Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе саламлани

13.01.2021 11:04 | просмотров: 306
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе саламлани

Хисеплӗ журналистсем, полиграфи предприятийӗсемпе издательствӑсен ӗҫченӗсем!

Сире Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе саламлатӑп!

Кӑҫал эпир отрасльшӗн пӗлтерӗшлӗ чылай паллӑ пулӑма уявлатпӑр.

Чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ «Хыпар» кун ҫути курнӑранпа 115 ҫул, Чӑваш радио йӗркеленнӗренпе – 95 ҫул, регионти телехыпарлав эфира тӑтӑш тухса тӑма тытӑннӑранпа 60 ҫул ҫитет.

Чӑваш Енӗн хальхи массӑллӑ информаци хатӗрӗсем – ре­гионти журналистикӑн чи ырӑ та лайӑх йӑли-йӗркине тивӗҫлипе малалла аталантарса пыраканӗсем. Унпа пӗрлех вӗсем ҫӗнӗ форматсене хастарлӑн ӗҫе кӗртеҫҫӗ, хӑйсен вулакан-кураканӗсен йышне ӳстерес тӗллевпе информацие сармалли ку чухнехи мелсемпе анлӑн усӑ кураҫҫӗ.

Отраслӗн мӗнпур ӗҫченне пысӑк ӑсталӑхшӑн тата тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, республикӑра пурӑнакансене хумхантаракан ыйтусене ҫутатса панӑ чухне влаҫ органӗсемпе тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫленӗшӗн чун-чӗререн тав тӑватӑп.

Сире пӗтӗм чунтан хавхалану, пултарулӑхра ҫитӗнӳсем тата кӑсӑк та асра юлмалли материалсем калӑплама сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                             Олег Николаев

 

Уважаемые журналисты, издатели и полиграфисты!

Поздравляю вас с Днем российской и Днем чувашской печати!

В этом году мы отмечаем немало значимых для отрасли дат.

115 лет исполняется первой чувашской газете «Хыпар», 95 лет – чувашскому радио,  60 лет – регулярному региональному телевещанию.

Современные средства массовой информации Чувашии – продолжатели лучших традиций региональной журналистики. При этом они активно внедряют новые форматы, используют актуальные медиаплатформы для расширения своей аудитории.

Искренне благодарю всех работников отрасли за профессионализм и беспристрастность, конструктивное взаимодействие с органами власти в освещении вопросов, волнующих жителей республики.

От всей души желаю вам вдохновения, творческих успехов и интересных материалов!

 

Глава Чувашской Республики                            Олег Николаев

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ