Леонид Павлович Сергеев профессор пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ...

30.01.2021 12:09 | просмотров: 989
Леонид Павлович Сергеев профессор пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ...

Хисеплĕ ĕçтешĕмĕрсем!

Паян пирĕн патăмăра тепĕр хурлăхлă хыпар çитрĕ: паллă чĕлхеçĕ, чăваш диалектологине тĕпчес ĕçĕн пысăк ăсти, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, РФ тата ЧР ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн аслă професси пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Леонид Павлович Сергеев (03.06.1929-29.01.2021) ĕнер пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ... Ăсчах 1984 çултанпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (халĕ - университет) ĕçленĕ. Вăл пирĕн институтра та вăй хунă: 1964-1972 çулсенче чĕлхе пĕлĕвĕ секторĕн ăслăлăх аслă ĕçтешĕ, пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Л.П. Сергеев яланах пирĕн институтпа çыхăну тытнă: экспедицисенче пухнă диалектологи материалĕсене ăслăлăх архивне парсах тăнă (300 ытла управ единици), конференцисене ялан хутшăннă, институт библиотекине хăйĕн çине-çинех тухса пыракан кĕнекисемпе пуянлатнă.

Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, чăваш халăхĕн сумлă ывăлĕпе тунтикун, нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче, 11.30 сехетре çак адреспа сывпуллашаççĕ: Мускав проспекчĕ, 9В çурт, Шупашкар хулин моргĕ. Шупашкар хулин Явăшри масарĕнче пытарма палăртнă.

 

Леонид Павлович Сергеев çинчен тĕплĕнрех çакăнта вуласа пĕлме пулать:

Исследователи чувашского языка : Сергеев Леонид Павлович

Сергеев Леонид Павлович

Денисова Татьяна. Чăваш халăхĕн сумлă профессорĕ // Хыпар. - 2014. - Çĕртме, 3.

Чувашская энциклопедия. СЕРГЕЕВ Леонид Павлович