«XVIII—XIX ĕмĕрсенчи чӑваш литератури» кĕнекен хӑтлавне йыхравлатпăр

26.04.2021 14:42 | просмотров: 1745
«XVIII—XIX ĕмĕрсенчи чӑваш литератури» кĕнекен хӑтлавне йыхравлатпăр

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата Чӑваш Республикин наци библиотеки Сире 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Респуб­ликин Наци библиотекинче иртекен «XVIII—XIX ĕмĕрсенчи чӑваш литератури» кĕнекен хӑтлавне йыхравлаççĕ. 15 сехетре пуҫланать.

Тухса калаҫакансем / Выступления

Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторĕ, профессор

Артемьев Юрий Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен док­торĕ, профессор

Софронова Ирина Владимировна, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачĕ

Кириллова Ирина Юрьевна, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхесен институчĕн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ, филологи ӑслӑлӑхĕсен кандидачĕ, доцент

Никифорова Вера Витальевна, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхĕсен институчĕн аслӑ ӑслӑлӑх ĕҫтешĕ, филологи ӑслӑлӑхĕсен кандидачĕ

Степанов Владимир Васильевич, Чӑваш кĕнеке издательствин редакторĕ

Филиппова Лидия Михайловна, Чӑваш Республикин профессиллĕ ҫыравҫӑсен союзĕн ертӳҫи

Кибеч Анатолий Ильич, Чӑваш халӑх писателĕ

Осипов Николай Николаевич, И.Н. Яковлев ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх педагогика университечĕн доценчĕ, филологи ӑслӑлӑхĕсен кандидачĕ

 

Чӑваш Республикин наци библиотеки. Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8(352) 62-08-21.

Фотографии

Прикрепленные файлы

Программа 12.42 Mb | загрузили: 527