«Иван Яковлев – ачасем валли» темăпа «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» ача-пӑча кружокĕн тĕл пyлăвĕ иртрĕ
Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă. Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕнетпĕр. «Икӗ чӗлхе - икӗ ӑс, виçӗ чӗлхе - виçӗ ӑс» - тенӗ Иван Яковлев. Нумаях пулмасть Чăваш Енри тĕп вулавăшра «Иван Яковлев – ачасем валли» темăпа «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» ача-пӑча кружокĕн тĕл пyлăвĕ иртрĕ.
Пĕчĕк чăваш ачисем тăван халăха çyтта кăларнă тата чăваш çырулăхне никĕсленĕ И.Я. Яковлев çинчен хатĕрленĕ материалсене кăcăкланса итлерĕç. Аслă Вĕрентекенĕмĕр тăван халăха питĕ юратнă, Чăваш çĕршывĕ чечекленсе аталантăр тесе чунтан тăрăшнă. 1868 çулта Иван Яковлев Чĕмпĕрте чăваш, тутар, мăкшă ачисем валли шкул уçать, малтанхи вăхăтра ăна хăй укçипе тытса тăрать. Унта чăваш ачисене чăвашла та, вырăсла та çырма, вулама вĕрентнĕ. Каярахпа çак шкул Чĕмпĕр чăваш шкулĕ ятпа историне кĕрсе юлать. Кунта вĕренсе тухнă, учитель ятне илнĕ вун-вун чăваш çамрăкĕ ялсем тăрăх саланса тăван халăх хушшинче пĕлÿ сарнă. 1871 çулта Иван Яковлев хăйпе пĕр шухăшлă çынсем пулăшнипе чăваш алфавитне йĕркеленĕ, пĕрремĕш чăваш букварьне тата вĕренÿ кĕнекисем пичетлесе кăларнă. Ачасем валли те нумай калавсем юптарусем çырнă. Çапла майпа вăл чăваш çырулăхне, литературине ирĕклĕн аталантармашкăн çул уçнă.
Ачасем Наци библиотекинче чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхĕ йӗркеленнӗренпе 150 ҫул ҫитнине халаласа йӗркеленӗ курава ҫитсе курчӗҫ. Куравра архив докуменчӗсене тата чӑваш ҫырулӑхӗ тӗрлӗ ҫулсенче мӗнле аталаннине курма пулать. Вулавăш тĕп спeциалисчĕсем тĕрлĕ вăхăтра пичетленнĕ чăваш букварĕсемпе паллаштарчĕҫ.
Чи пĕчĕк чăваш ачасен ушкăнне ертсе пыракансем, «Аталану» ассоциацийĕн пайташĕсем: Валя Беловапа Любовь Кудрявцев И.Я. Яковлев çырнă тата хальхи вăхăтра та пур чăваш пĕлекен "Сармантей" юмаха теттесемпе выляса кăтартса пачĕç. Н.Н. Чернован «Пĕчĕккисен азбукипе» тата чăваш саспаллийĕсемпе паллаштарчĕç.
Ачасен савăнăçпа тулнă чун-чĕринче çaк кун асра юлатех. Иван Яковлев тунă пысăк ĕçе эпир, чăваш çыннисем, çулсем иртнĕçемĕн тата ытларах хаклатпăр.
Вера АРХИПОВА