«Тăван чĕлхесемпе литературăсене тĕпчессипе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» Пĕтĕм тĕнче ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ

22.11.2021 17:38 | просмотров: 838
«Тăван чĕлхесемпе литературăсене тĕпчессипе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» Пĕтĕм тĕнче ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ

2021 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Тăван чĕлхесемпе литературăсене тĕпчессипе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» Пĕтĕм тĕнче ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçтешĕсем те унăн ĕçне хутшăнчĕç. "Хальхи чĕлхе пĕлĕвĕпе литературоведенин çивĕч ыйтăвĕсем" секцире Алевтина Долгова, Эдуард Лебедев, Ирина Кириллова тата Александр Кузнецов (Надежда Кузнецовăпа пĕрле) онлайн майпа тухса калаçрĕç. Конференци ĕçĕ Пĕрлехи ларура тата ултă секцире пычĕ. Тĕплĕнрех çакăнта паллашма пулать:

Состоялась международная научно-практическая конференция «Актуальные вопросы исследования и преподавания родных языков и литератур»

Прикрепленные файлы

Программа 701.63 Kb | загрузили: 400