ЧĔМПĔР ХУЛИ: ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ МАЛАЛЛА АТАЛАНТАРМАЛЛИ ÇУЛ-ЙĔРЕ ШЫРАРĔÇ...

22.04.2018 21:09 | просмотров: 1645

Чĕмпĕр хули çумăрпа кĕтсе илчĕ пулсан та, уяв кăмăлне пăсмарĕ

 

Чĕмпĕр хули çумăрпа кĕтсе илчĕ пулсан та, уяв кăмăлне пăсмарĕ

Кунта Аслă Вĕрентекен ĕçлесе пурăннă çке, çакăнта вăл пĕрремĕш чăваш шкулĕ туса хунă, чăваш алфавитне йĕркеленĕ, букварьне кăларнă…

Чĕмпĕрти Ленин мемориал комплексĕнче иртекен уява 15 регионтан чăвашсем килсе çитрĕç. Чăваш Ентен те культура министрĕ Константин Яковлев ертсе пынипе сумлă делегаци килчĕ. Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова, Чăваш Енре пурăнакан халăхсен ассамблейин председательне Лев Куракова, йыхравпа çитнĕ ытти сумлă хăнасене те вырăнти чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Олег Мустаев, чĕмпĕрсем хапăл пулчĕç.

Фойере чăваш кĕнекисен, халăх ăстисен тĕрлĕ куравĕсем ĕçлерĕç.

Мероприятине пуçтарăннисем И.Я.Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, Аслă Вĕрентекене пуç тайрĕç. «И.Я. Яковлев тата хальхи самана» ятпа иртекен ăслăлăх конференцине тĕрлĕ регионтан килнĕ культурăпа ÿнер ĕçченĕсем, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен тата Чăваш Енрен килнĕ ăсчахсем хутшăнчĕç. Конференцире чăваш чĕлхине малалла  аталантармалли çул-йĕре шырарĕç.

Зал тулли пуçтарăннă халăха Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов саламларĕ. «Чи малтанах кунта пуçтарăннă ырă халăха Аслă Вĕрентекене сума сунăшăн, унăн Халалне тĕпе хурса пурăннăшăн чунтан тав тăватăп. Чăваш халăхĕ – хисеплĕ халăх. Унăн ăраскаллă шăпине Иван Яковлев парнеленĕ. Вăл пирĕн мухтавлă, тĕнче шайĕнчи чыса тивĕçлĕ аслă Вĕрентекен»,- терĕ вăл. Сергей Морозов Чĕмпĕр тăрăхĕнче тăрăшса ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ чăваш хастарĕсене ятран асăнса тухрĕ, тивĕçлисене тата Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.

Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ ячĕпе чĕмпĕрсене Чăваш Ен культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев саламларĕ.

«Пирĕн Патриарх, пире ăс паракан Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитрĕ. Мĕнле ăслă çын пулнă вăл, хăйĕн Халалĕнче тăшмансене те юратма вĕрентнĕ. Паян та вăл каланисем çаплах пире пурăнма вĕрентекен чи тĕрĕс сăмахсем»,- терĕ министр.

Константин Геннадиевич пурне те ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен тĕп хулинче Шупашкарта Аслă Вĕрентекене сума суса иртекен анлă уява чĕнчĕ.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Чĕмпĕрти уява пуçтарăннисене саламланă май, Иван Яковлевăн Халалĕнчи чи хăватлă шухăшсене аса илчĕ. «Вырăс халăхĕнчен вĕренсе пыма, Раççей патшалăхне шанма хушнă пире Аслă Вĕрентекен. Мĕнешкел тĕрĕс те кирлĕ сăмахсем! Пирĕншĕн Яковлев - сăваплă çын. Унăн сăмахĕсене тĕпе хурса пурăнсан кăна эпир пархатарлă пулăпăр»,- терĕ тĕнчери йăхташсене пĕр çыхха пухса пĕрлештерсе тăракан Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Федорович Угаслов.

Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Олег Мустаев чи малтанах Сергей Морозов кĕпернаттăра , килнĕ хăнасене чунтан тав турĕ. Иван Яковлев Халалне тĕпе хурса, пĕр - пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлесен кăна чăваш халăхĕ нихăçан та пĕтмессине каларĕ.

«Чăвашсем эпир чи пуян халăх. Чи пысăк пуянлăх вара - пирĕн Иван Яковлев пулни. Аслă Вĕрентекене сума суса эпир хамăр сума хăпартатпăр. Иван Яковлевăн çемйинчен те чи ăслă çынсем тухнă: артистсем, вĕрентекенсем, ăсчахсем» - терĕ тухса калаçакансен сăмахне вĕçлесе Лев Кураков академик.

Чĕмпĕрте иртнĕ мероприятине Шупашкартан килнĕ «Уяв» халăх фольклор ансамлĕн концерчĕпе вĕçлерĕç.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.