ЧӐВАШ ЧӖЛХИПЕ ТАТА ЛИТЕРАТУРИПЕ ПӖТӖМ ТӖНЧЕ ОЛИМПИАДИ ИРТРӖ

24.04.2018 13:27 | просмотров: 2014
ЧӐВАШ ЧӖЛХИПЕ ТАТА ЛИТЕРАТУРИПЕ ПӖТӖМ ТӖНЧЕ ОЛИМПИАДИ ИРТРӖ

2018 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкар хулинче чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм тӗнче олимпиади иртрӗ. Олимпиадӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енпе студентсем тата «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енпе шкул ачисем ӑс-хакӑл, пултарулӑх, тавҫӑрулӑх енчен хӑйсен вӑйӗсене виҫрӗҫ.

Шкул ачисен олимпиади Шупашкар хулин 10-мӗш шкулӗнче иртрӗ. Ӑмӑртӑва Чӑваш, Тутар тата Пушкӑрт Республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи шкулсенче 9-11 классенче вӗренекен 52 ача хутшӑнчӗ.

Чи пултаруллисем, ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнисем, ҫаксем пулчӗҫ: 

Хушамат, ят, ашшӗ ячӗ

Шкул

Класс

Ертӳҫи

Григорьева Олеся Эдуардовна

Вӑрмар районӗн Аслӑ Чак шкулӗ

9 класс

Теплова Регина Семеновна

Якимова Ираида Сергеевна

Тӑвай районӗн Тушкил шкулӗ

10 класс

Морякова Лидия Петровна

Мердеева Диана Юрьевна

Тутар Республикин Çӗпрел районӗн Матак шкулӗ

11 класс

Ермолаева Марина Ивановна

Иванова Анастасия Алексеевна

Патӑрьелти 1-мӗш шкул

9 класс

Солдатова Светлана Алексеевна, Путякова Наталия Алексеевна

Ядрицова Мария Витальевна

Йӗпреҫри 2-мӗш шкул

10 класс

Ядрицова Алена Андреевна

Мочалова Анастасия Рудольфовна

 

Шупашкар хулин 62-мӗш шкулӗ

11 класс

Егорова Нина Иосифовна

Призерсен списокне ҫак ссылкӑпа тупма пулать:

http://www.etker.cap.ru/Info.aspx?type=main&id=3837147

Çӗнтерӳҫӗсемпе призерсене, вӗсен ертӳҫисене чӗререн саламлатпӑр, малалла та ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.