Чăваш республикин вĕренӳ институтĕнче çавра сĕтел иртрĕ

01.02.2026 19:19 | просмотров: 102
Чăваш республикин вĕренӳ институтĕнче çавра сĕтел иртрĕ

Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари институчěн ăсчахěсем «Хальхи вăхăтра тăван чĕлхене тĕпчес тата вĕрентес ĕç» регионсен пĕрлехи çавра сĕтел ĕçне хутшăнчĕç. Ăна чăваш чĕлхеçи, чăваш чĕлхипе вĕрентӳ пособийĕсен авторĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Юрий Виноградов çуралнăранпа 80 çул, тата чăваш чĕлхеçи, лексиколог тата диалектолог, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Кузнецов çуралнăранпа 50 çул çул çитнине халалланă. Çавра сĕтеле пирĕн институт директорĕ Юрий Исаев уçрĕ. Вăл юбилярсен  сумлă ĕçĕсене палăртрĕ, ăшшăн саламларĕ тата институт ĕçĕсемпе паллаштарчĕ.

Çавăн  пекех çавра сĕтел ĕçне институт директорĕн çумĕ Ирина Кириллова тата Алевтина Долгова, Эдуард ЛебедевОлег Студенцов, Галина Ильина филологсем хутшăнчĕç.

Фотографии