«Нацисен кросӗ» 15-мӗш хут иртӗ

13.09.2018 02:20 | просмотров: 180
«Нацисен кросӗ» 15-мӗш хут иртӗ

Çитес шăматкун, авăнăн 15-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейĕпех «Нацисен кросĕ» чупу иртет. Чăвашсен тĕп старчĕ Шупашкарти кӳлемĕшре, Анне управçă палăкĕ тĕлĕнче пулĕ. Кăçалхи чупмалли çул-йĕр кăшт улшăнать. 3 çухрăма тăсăлаканскер Атăлăн Мускав çыранĕпе выртĕ. Парнесемшĕн тупăшакан спортсменсемшĕн вара  хăнăхнă çул уçă пулĕ. Республикăра 2004-мĕш çулта йăл илнĕ спорт уявĕ Чăваш Енри ял-салара та иртмелле. Ăмăртăва хутшăнакансем валли кăкăр çине çакмалли номерсене районсенчи спорт ĕçне тимлекенсем паян илчĕç те ĕнтĕ.

Çăлкуç: Спорт: «Нацисен кросӗ» 15-мӗш хут иртӗ